«Чăваш Мăнкунĕ» - çапла ят патăмăр хамăрăн чи сăваплă уявпа çыхăннă мероприятие. Ачасем мăнкун уявне мĕнле кĕтсе илнине, хатĕрленнине хăйсен ÿкерчĕкĕсенче, сăвви-калавĕсенче тата тĕрлĕ ал ĕçĕсенче питĕ ăнланмалла уçса пачĕç.
Конкурса пур класс та хастар хутшăнчĕ. Хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса пама тăрăшрĕç.