Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать.
Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн, уççăн, чăвашла.
(Л. Мартьянова)
Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн-ха çакăншăн.
5-8 классенче вĕренекенсем тăван чĕлхене халалланă сăвă-юрă шăрантарчĕç. Яланах чăваш чĕлхи хамăрăн патшалăх чĕлхи пулса тăрасса шансах тăратпăр.