Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акaш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ
Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Атте-анне чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе. Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Эпир 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул Чăваш наци кунне уявлатпăр. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă. Уява хамăр республикăра кăна мар, аякра пурăнакан чăвашсем те чысласа хатĕрленеççĕ. Мĕнле савăнмăн – ха çакăншăн.
Алманчăри вăтам шкулта вăл апрелĕн 23-мĕшĕнче иртрĕ. Н.В.Леонтьева ертсе пынипе тĕрлĕ классенчи чăвашла тăхăннă ачасем ача çуралнинчен пуçласа салтака ăсатса янипе пĕрлех туй-çуй мешехи таранах кăтартса пачĕç.