Чǎваш чĕлхи эрнине тǎсса

«Тǎван халǎхна ĕмĕрне те ан ман.

Ǎсра та, ǎшра та вǎл пултǎр ялан.

Ǎна чун вартан юратмарǎн пулсан –

Ытти халǎха та саваймǎн нихçан».

                                             А.Канаш.

Чǎваш чĕлхи эрнине тǎсса 7 тата 8 классем хушшинче КВН иртрĕ. «Сетнерсем», «Чǎваш ачисем» тата «Нарсписем» командǎсем пĕр-пĕринпе тĕрлĕ ыйтусемпе ĕçсем пурнǎçласа мала тухассишĕн ǎмǎртрĕç. Çут çанталǎк, географи, истори, чĕлхепе литература тата культура ыйтǎвĕсем ачасен тавçǎрулǎхне, ǎнкарулǎхне, тавра-курǎмне шĕкĕлчесе тухрĕç.