Алманчǎри вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литератури эрни иртрĕ

Алманчǎри вǎтам шкулта чǎваш чĕлхипе литератури эрни питĕ кǎсǎклǎ иртрĕ. Ачасем хǎйсен пултарулǎхне тĕрлĕ  енчен кǎтартрĕç. Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрнетекенсем пур ача та конкурссене хутшǎнччĕр тесе тĕрлĕ мероприяти хатĕрлерĕç. 6-8 класра вĕренекен ачасем «Ǎста куçаруçǎ» конкурсра вырǎсларан чǎвашла текст куçарчĕç.  Чи ǎста та  тĕплĕ куçаруçǎсем Генералова Анна(8кл), Петров Алексейпа Сиртокина Аида (7кл), Быкова Анастасия (6кл) пулчĕç. 7 класс ачисем хушшинче иртнĕ КВНра «Чǎваш ачисемпе» «Чĕвĕлти чĕкеçсем» командǎсем хǎйсене тавракурǎмлǎ пулнине кǎтартса пачĕç. 6 класра вĕренекенсем «Чи лайǎх чĕлхеçĕ» конкурсра тупǎшрĕç. Быкова Анастасийǎна çитекенни пĕри те  пулмарĕ. Эрнене тутар ачисем те хастар хутшǎнчĕç. Вĕсем те  чǎваш чĕлхине пĕлнине кǎтартса пачĕç. «Чǎваш чĕлхи çĕр шывĕнче» конкурсра тĕрлĕ ĕçcем пурнǎçласа тавракурǎмне пуянлатрĕç. Галлямова Илюза (6кл), Шафигуллина Айсылу (6кл), Вахитова Диля (5кл) чǎваш чĕлхине ǎста пĕлнине кǎтартса пачĕç.

Хамǎр ентеш, Алманчǎра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлесе пурǎнакан Иван Яковлевич Тенюшев ҫуралнăранпа 90 ҫул ҫитнине  халалласа 9-11 класра вĕренекенсем пысǎк мероприяти йĕркелерĕç .