Патǎрьел районĕ паллǎ çынсемпе пуян. Вĕсем хушшинче çыравçǎсемпе сǎвǎçсем, художниксемпе композиторсем, юрǎçсемпе журналистсем…..
Алманчǎра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта Чǎваш патшалǎх университетĕнче журналистика факультетĕнче ĕçлекен истори наукисен кандидачĕ, доцент Иван Яковлевич Тенюшев та çак ретре тǎрать. Вǎл 1923 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Патăръел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. 1939-мĕш çулта Патăръел педагогика училищине пĕтерет. 1939-1940 - мĕш çулсенче Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш пуçламăш шкулĕнче, 1940-1942- мĕш çулсенче Шăмалакри 7-çул вĕренмелли шкулта ĕçлет.
Хĕрлĕ Çара 1942 çулта каять. Виçĕ хут аманать. Çапǎçусенчи хастрăлăхшăн Конев И.С. маршăлтан тав сăмахĕ илтет. Вăрçă хыççăн тĕрлĕ вырăнта ĕçлет: Патăръел район хаçачĕн яваплă секретарĕ, «Молодой коммунист» хаçат редакторĕ, ССКП Чăваш обкомĕн пичет, телевидени тата радиовещани секторĕн пуçлăхĕ. 1951-1955- мĕш çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче («Вырǎс чĕлхипе литература») вĕренет. 1962 -1964- мĕш çулсенче Мускаври Аслă парти шкулĕнче журналистика факультетĕнче вĕренет.
1963 çулта вăл Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш журналисчĕсене хатĕрлеме тытăнать. Ǎслăлăх енĕпе декан çумĕ, литературăлла тӳрлетнипе стилистика кафедрин пуçлăхĕ пулнă. Вунă çул хушши Чăваш республикин обществăлла корреспонденчĕсен университетне ертсе пынă. Чăваш патшалăх университетĕнче нумай çул хушши вăрçă ветеранĕсен обществине ертсе пырать.
Хǎйĕн пунǎçĕнче тĕрлĕ вырǎнта ĕçлесе пур енлĕ пултарулǎхĕпе палǎрса тǎнǎ. Унǎн кǎкǎрĕ çинче тĕрлĕ медаль-орден, хисеп хучĕсем, «Алманчǎ ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят. Паллă журналиста халалласа Алманчăри вăтам шкулта мероприяти иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Генералова унăн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. 1-11 классенче вĕренекенсенчен йĕркеленĕ концерт, И.Тенюшовăн тăванĕсем, ял пуçлăхĕ Г.Фомин тухса калаçнисем ачасен асĕнче нумайлăха асра юлĕç.