Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Эс чи пахи, эс – чун уççи.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вǎл, чǎваш чĕлхи. Хǎйсене хисеплекен кирек мĕнле халǎх та хǎйĕн тǎван чĕлхине пысǎк пуянлǎх вырǎнне хурса хаклать. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ кун, ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.
Çак куна халалласа шкулта та тĕрлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 5-мĕш класра «Эпĕ пĕчĕк юмахçă» конкурс ирттертĕмĕр. Чи маттур юмахçă ята Гаврилова Дарья тивĕçрĕ. 6-7-мĕш классем хушшинче «Кам тавçăруллăрах» КВН иртрĕ. Кунта 7-мĕшсем çивĕчрех пулчĕç. 5-9-мĕш классем Юхма Мишшин «Шурçамка» хайлавĕпе паллашнă хыççăн сăнарсен пурнăçне пĕр-пĕринпе сÿтсе яврĕç. Хайлаври ĕçсем кашнин чунне пырса тивни палăрчĕ.
Вĕренекенсем Генералова Г. П. - чăваш чĕлхипе литература вӗрентекенӗпе тăван чĕлхе çинчен ваттисем каланă сăмахсене аса илчĕç, сǎвǎсем пăхмасăр каларĕç. Чǎваш чĕлхи кунне халаланǎ литература сехечĕ пурне те кǎмǎла кайрĕ.