Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен Съезчĕ иртет.
Кашни халăхăн хăйĕн йăли-йĕрки, юрри-кĕвви пур. Вĕсем пурте хăйсен чĕлхипе калаçаççĕ, хăйсен йăли-йĕркине тытса пыраççĕ, Вĕсем пĕр туслă çемьери пек пурăнаççĕ.
«Халăхсен туслăхĕ» эрнелĕхе халаласа Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан теп шкулта та тĕрлĕ ĕçсем пулса иртеççĕ. 5-6-мĕш класра веренекенсем чăваш тата тутар апат-çимĕçĕпе паллаштарчĕç. 7-мĕш классра веренекенсем «Эпир туслă çемьере пурăнатпăр» калаçу ирттерчĕç. Кунта вĕсем чăваш тата тутар тумĕсене тăхăнса весемпе паллаштарчĕç. Çакăнтах чăвашла, тутарла сăвă-юрă янрарĕ. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе яланах туслă пурăннă пирки калаçрĕç.
Çакăн пек ĕçсем туса ирттерни вĕренекенсене пĕр-пĕрне хисеплеме, пулăшма вĕрентет, халăхсен хушшинчи туслăха тата та çирĕплетме пулăшать.
Автор: Генералова Г. П.