Чÿк уйăхĕн вун тăваттăмĕшĕнче паллă тухтăр тата çыравçă Куçма Пайраш çуралнăрантпа çĕр вунă çул çитетрĕ. Çавна май çиччĕмĕш класра вĕренекенсем пултаруллă çын пирки класс сехечĕ ирттерчĕç. Куçма Ильич Пайраш(Садиков) 1906 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Сĕнтĕр вулăсĕнчи (хал. Муркаш район.) Вускасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти совпартшкула кĕнĕ. Хаçата ялта вĕреннĕ чухнех çырма пуçланă. Икĕ çул хушши «Канаш» хаçат редакцийĕнче, унтан «Çамрăк хресчен»хаçатра ĕçленĕ. 1929 çулта вăл Мускаври медицина институтне вĕренме кайнă. Пайраш студент чухне те хаçат ĕçĕнчен татăлман, Мускавра тухакан «Чăваш хресченĕ»(кайрантарах «Коммунар»)хаçата çырса тăнă, çуллахи вăхăтра вара республика хаçачĕсенче пичетленнĕ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1941-1946 ҫулсенче, Иккӗмӗш Инҫет Хӗвелтухӑҫ фрончӗнче хирург пулса хутшӑннӑ.
Муркаш районӗнчи Мӗн Сӗнтӗр пульницинче тата Шупашкар поликлиникинче тухтӑрта вӑй хунӑ. Ҫав хушӑрах кирек кама хумхантаракан калавсем, пьесӑсем ҫырнӑ. Пурӗ унӑн 10 кӗнеке ытла тухнӑ. «Лайӑх эмел», «Лида йӑнӑшӗ», «Ҫул ҫинче» ятлисем уйрӑмах хумхантаруллӑ.
Куçма Пайраш çыравçă нумай енлĕ талант: калавçă, очеркист, драматург, кулăш ăсти, куçаруçă, рецензент, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ пулнине, пирĕн республикăра çакăн пек пултаруллă çын çуралса ÿснине пĕлчĕç.
Автор: Генералова Г. П., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен