Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул пулчĕ. 7-9-мĕш класс ачисемпе паллă поэта халалланă литература сехетне ирттертĕмĕр. Чăн малтан 9-мĕш класра вĕренекен Мышов Сергей ачасене поэт пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен хăй хатĕрленĕ презентаципе усă курса питĕ тĕплĕн каласа пачĕ. Егорова Милена Петĕр Хусанкайпа унăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, çинчен хатĕрленĕ презентаци те ачасемшен питĕ интереслĕ пулчĕ. Каярах ачасем поэтăн хăш-пĕр сăввисене пăхмасăр вуларĕç.
Юлашкинчен Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине 7-мĕш класра вĕренекен Павлов Тимур вуласа пачĕ. Чаплă поэта халалланă литература сехетне «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăмахсемпе вĕçлерĕмĕр.