Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Чăваш чĕлхи эрнине ирттерме палăртрăмăр. Вăл ака уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен тăсăлĕ. Кăçал Чăваш Республикинче «Амăшĕ, Ашшĕ» çулталăкне ирттерме палăртнăран тата Патăрьел районĕ йĕркеленсе кайнăранпа 90 çул çитнине  палăртса, çавăн пекех Раççейре экологи çулне ирттерме шутланă май  эпир те çавна шута илсе чăваш чĕлхи эрнин ĕç йĕркине тĕрлĕ конкурссемпе викторинасем кĕртес терĕмĕр.  Ачасем хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартаççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕ вара, ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе иртĕ.

            Ачасем чăваш чĕлхи эрнин пĕрремĕш кунĕнче тăван чĕлхене хисеплесе «Тăван чĕлхе—пĕлÿ çăлкуçĕ» литература сехечĕ ирттертĕмĕр. Произведенисем тăрăх инсценировкăсем, ребуссем, кроссвордсем, сюжетлă ÿкерчĕксем, презентацисем хатĕрлеççĕ. Чăваш халăх ташшине ташлама, юррисене те шăрантарма вĕренеççĕ.

Чăваш чĕлхи эрни пирĕн шкулта тухăçлă иртессе шанас килет.

                                                                                  Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Генералова Г.П.