Чăваш халăхĕн тумтирĕ

Алманчă шкулĕнче чăваш халăхĕн çи-пуçне халалланă конференци иртрĕ.  Кашни класранах ачасем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн тумтирĕн уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕç. Пурне те пĕр пуянлăх пĕрлештерет: хитре тĕрĕ тата укçа-тенкĕрен тунă капăрлăх.
            Ачасем асламăшсен арчисенчен тĕлĕнмелле япаласем турта-турта кăларнă. Чăвашăн пуянлăхĕ анлă та сарлака: тĕррисем, эрешĕсем, тĕртсе тунисем, çыхса тунă эрешсем, шăрçа тĕрĕсем -- тем те пур. Эпир вĕсемпе савăнатпăр, киленетпĕр. Шӳлкеме, хĕрес çакки, çуха, тевет, масмак тата ытти çи-пуç пайĕсене халĕ сахал çын пĕлет. Вĕсемпе тĕрĕс усă курмашкăн та пурте пултараймаççĕ.

18-мĕш ĕмĕрти кĕмĕл укçаран тунă çак хушпусемпе ама çаккисем чăвашсен ĕмĕртен-ĕмĕре пынă ăс-хакăл пуянлăхне упраççĕ. Çемьесем вара вĕсене ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка параççĕ.
            Асаннесен арчисем паян ламран-лама куçса пынă чăвашсен тумтирĕпе пĕрлех авалхи йăла-йĕркене упраççĕ. Çак паха пурлăха çамрăксене парса хăварасси халĕ аслă ăрурисен тивĕçĕ пулнине палăртса хăвартăмăр.

Тăван халăхăн авалтан пыракан пуян тумтирĕ халĕ ачасемшĕн кăсăклă пулнине куртăмăр.

Автор: Генералова Г.П.