«Çăлтăркăч» конкурс-вăйă

Чăваш чĕлхи эрни яланах хаваслă иртет. Паян та  Алманчăри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта  чăваш чĕлхине сума суса ирттерекен ĕç- хĕл пуçланчĕ.  Юнкун 7-8–мĕш классем хăйсен пĕлĕвне,  тавракурăмне «Çăлтăркăч» конкурс-вăйăра тĕрĕслерĕç. Ку вăйăра çут çанталăк, атте-анне, тăванлăхпа, тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Вăйăра ачасен  çирĕп ăс- тăнĕ палăрчĕ. Анчах та ăслинчен ăслăраххи  пур тени тÿрре тухрĕ. Пĕрремĕш вырăна 8-мĕш класри Сабитова Диана тухрĕ. Иккĕмĕшпе  виççĕмĕш вырăнсене  вара Иванов Алексейпа  Мышова Ольга  пайларĕç.                                                             

Автор: Генералова Г.П.