Пуçламăш класри ачасем чăваш чěлхи эрнине хутшăнчěç

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чěлхи эрнине халалланă нумай енлě ěçсем пулса иртрěç.  Пуçламăш классенче вěрентекенсем  те хăйсене çирěплетнě классенче çакăн йышши мероприятисем йěркелерěç: Валентина Владимировна пěрремěш класс ачисене И.Я.Яковлев халалěсемпе паллаштарчě,  Ирина Николаевна хăйěн иккěмěш класра вěренекенěсемпе «Ман Тãван çẽр-шыв – Чãваш Республики» презентаци тăрăх калаçу ирттерчě, Любовь Саввична виççěмěш класс ачисемпе пěрле чăваш тěррисен асамлăхěпе çыхăнтарнă ÿкерчěксем ÿнерлерěç, тăваттăмěш класс ачисене вара Алина Николаевна Чãваш çẽрẽн паллă ывãл-хẽрẽсемпе паллаштарчě.

            Автор: Генералова Г.П.