И.Я.Яковлев мăнукĕсем

Иван Яковлевич Яковлев чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул сарăлса пырать. Вăл чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă.

            Алманчăри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан  шкулта чăваш чĕлхи эрни малалла пырать.   Планпа килĕшÿллĕн  чăваш чĕлхине вĕренекен тутар ачисем  Иван Яковлевич Яковлев    пултаруллăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе  тĕплĕн паллшрĕç. Ун  хыççăн «И.Я Яковлев мăнукĕсем» викторина  иртрĕ. Ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç. Пĕрремĕш вырăна 9-мĕш класра вĕренекен Вахитова Диля тата 7-мĕш класра вĕренекен Галлямов Эльвир, иккĕмĕш вырăна 9-мĕш класра вĕренекен Сафиуллин Зульфатпа 7-мĕш класра вĕренекен Шафигуллина Рузиля,  виççĕмĕш вырăна 7- мĕш класра вĕренекен Садретдинова Миляуша тухрĕç.

 

Автор: Чихина С.Ф