И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкерчĕксен конкурсĕ

Ака уйăхĕнче 1-6 класс вĕренекенĕсем  хушшинче И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ӳкерчĕксен конкурсĕ  иртрĕ. Ку конкурса 6-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. Павлов Д., Петрова З, Гаврилова Д., Лукиянова Н.,  4-мĕш класра вĕренекен Степанов С. ÿкерчĕкĕсем уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. Вĕсене куракансем пысăк хак пачĕç.  Чи ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсенчен шкул фойинче  «И.Я. Яковлев калавĕсем» ятлă курав стендчĕ туса хутăмăр. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем шкул ачисене çак стендпа паллаштарнă май И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ - хĕлĕ, вĕрентсе калакан калавĕсем  çинчен туллин каласа пачĕç.                                                                                   

Автор: Генералова Г.П.