Алманчăри тĕп пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Ăна Г.Н.Волков 90 çул тултрнине халалланă. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Г.Волковăн пурнăçне çутатса паракан докладсемпе тухса калаçрĕç, презентацисем кăтартрĕç, хăйсем туса килнĕ буклетсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем хушшинче сăвă çыракансем те нумай. Г.Волкова халалласа çырнă сăввисем итлекенсен чунĕсене пырса тиврĕç. Хăнасене вăтам класра вĕренекенсем пĕчĕк концерт лартса пачĕç.
Г.Н.Волков калавĕсем тăрăх йĕрклеленĕ ӳкерчĕксен конкурсĕ те иртрĕ. Ку конкурса 5-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. С. Степанов ÿкерчĕкĕ уйрăмах ăнăçлă пулса тухнă. 7-мĕш класра вĕренекен Даша Гаврилова хатĕрленĕ хаçат вара пурне те килĕшнĕ. Вĕсене куракансем пысăк хак пачĕç. Чи ăста ӳнерçĕсен ĕçĕсенчен шкул фойинче «Г.Н.Волков калавĕсем» ятлă курав стендчĕ туса хутăмăр. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем шкул ачисене çак стендпа паллаштарнă май Г.Волков пурнăçĕпе ĕçĕ - хĕлĕ, вĕрентсе калакан калавĕсем çинчен туллин каласа пачĕç.
Генералова Г.П