Тăван чĕлхепе илемлĕ те тĕрĕс калаçма тăрашаççĕ пирĕн шкул ачисем. Çакна тума вĕсене шкулта чăваш чĕлхи урокĕсем çеç мар, класс тулашĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисем те пулăшаççĕ. Акă ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 9-мĕш классем хушшинче çĕнĕ çырулăх туса хунăранпа 147 çул çитнине халалласа çавра сĕтел пулса иртрĕ. Кунта ачасем чăваш халăхĕ 1871 çултанпа çĕнĕ çырулăхпа усă курма пуçлани çинчен, чăваш çырулăхĕн кун-çулĕ, аталанăвĕ пирки калаçрĕç. 147 çул каялла пирĕн вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çĕнĕ çырулăх тата литература чĕлхине йĕркелени мĕнпур чăваш халăхĕшĕн, чăваш çĕр-шывĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине çутатса пачĕç ачасем. Çаплах вĕсем «Чăваш çырулăхĕн историйĕ» презентаципе паллашрĕç, пĕр-пĕрне тĕрлĕ ыйтусем парса хуравларĕç.
Автор: Генералова Г.П.