Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн.

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче шкулта чăваш чĕлхине, тăван литературăна юратакансен хушшинче «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн» конкурс пулса иртрĕ. Конкурса 1-6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурсантсем чăваш прозаикĕсен хайлавĕсене, вĕсен сыпăкĕсене илемлĕн, туйăмсене палăртса, тĕрлĕ хусканусем туса пăхмасăр вуларĕç. Ачасем вулакан текстсем хушшинче тĕрлĕ тематикăллă хайлавсем пулчĕç. Вăрçă, çĕмьери хутшăнусем, çутçанталăк çинчен вуларĕç ачасем. 6-мĕш класри Виктория Хадарова, 5-мĕш  класра вĕренекенсем Алиса Сироткина, Анастасия Иванова, Виктория Сабитова, 4-мĕш класс хĕрĕсем Александра Мышовăпа Диана Павлова конкурс çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Чăваш сăмахĕ чăннипех те хитрен, сăпайлăн, çав вăхăтрах хăватлăн янрама пултарни пире пурне те савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене яланах пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

 Автор: Генералова Г.П.