2-мĕшпе 4 – мĕш класра вĕренекенсене класс ертÿçи Çĕнĕ çула Францире, Японире, Италире, Иранра, Венгрире, Бразилире, Швейцире, Австрире, Англире, Мексикăра мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарчĕ. Пĕлме пурне те интереслĕ пулчĕ. Хĕл Мучие кашни çĕр-шывра хăйне май чĕнни те ачасене шухăша ячĕ. Хамăра, юлташсемпе тăвансене, çывхарса килекен Сыснана килĕшес тесе тата унăн кăмăлне каяс тесе Çĕнĕ çула мĕнле тата мĕнпе кĕтсе илесси те ачасене интереслентерчĕ. Сысна çулĕ мĕнле пулассине те ачасен пĕлес килчĕ.Сысна кăмăлне çавăрас тесен уяв сĕтелĕ çине чи малтан салатсемпе мандаринсене лартма сĕнеççĕ. Пÿртре чăрăш тураттисемпе хлопушкăсем пулмаллах.
Çĕнĕ çул сĕтелĕ мĕн чуль пуянрах – çул талăкĕ те çавăн пек тулăх пулĕ. Ачасем, чăн та, нумай çĕннине пĕлчĕç, ку калаçуран кăмăлпа юлчĕç.