Янрарĕ юрӑ, яш-кӗрӗм кӗр кӗрлерӗ... Çапла калама пулать паянхи улах пирки. Шкулти 8-9 класра вĕренекенсем улаха йыхравларӗ. Кама çакӑ кӑсӑклантарчӗ – уява килме тӑрӑшрӗ. Пĕри улаха квас, тепри икерчӗ илсе килнӗ. Хӗрсем улаха «Хурӑн çулçи» юрӑпа пуçларӗç. Карталанса, акӑш евӗр хуçкаланса-явӑнса шӑрантарчӗç юрра. Каярах тӗрлӗ вӑйӑсем выляса савӑнчӗç. Хӗрачасем ал ӗçӗпе аппаланса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултарчӗç. Вӗрентекен вӑйӑ-улахра аташнисене, тӗрлӗ йӑла-йӗрке хӑтланӑвӗсене сцена çинче лартма пуçлани çинчен каласа пачӗ. Çапла майӗпен чӑваш театрӗ йӗркеленсе кайнӑ иккен. Пирӗн кӑçал Театр çулталӑкӗ. Раççӗй президенчӗ çакӑн пирки палӑртнӑ хыççӑн пур регионта та Театр çулталӑкне уçассипе çыхӑннӑ мероприятисем пулса иртрӗç. Ак паянхи улахра та çак темӑна хускатрӑмӑр. Чӑваш театрӗн историйӗ вӗренекенсене кӑсӑклантарчӗ. Шупашкарти ытти театрсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен пӗлме те интереслӗ пулчӗ. Улахри ачасем Ф. Павловӑн « Ялта» пьесине кайса курма калаçса татӑлчӗç. Юмах-халап çапнӑ май вӑхӑт иртни сисӗнмест. Савăнни-кулни, юрлани-ташлани мĕне тăрать тата! Вĕренекенсем чылай çĕннине пĕлчĕç. Хăналаннă май улах майĕпен саланчĕ. Вĕренекенсем тата та улах тăвас шухăшпа пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç. Чунра темле ырă туйăм юлчĕ. Чăваш та хăй çулĕпе пырать. Малашлăх çулĕпе!.. Малашлăх вара çамрăксенче. Вĕсене çул кăтартса пыракаканĕ аслă ăрусен пилĕ, вĕрентĕвĕ.
Автор: Генералова Г.П., учитель чувашского языка