Ака уйăхĕн 22-27-мĕш кунĕсенче шкулта чăваш чĕлхи эрни пулса иртрĕ. Эрнери ĕçсем пĕтĕмпех йышăннă планпа иртсе пычĕç. Пĕрремĕш кунах Чăваш чĕлхи кунне халалласа 6-мĕш класра вĕренекенсем сăвă вуларĕç, чăвашла стена хаçачĕ кăларса çакрăмăр. Унта тĕрлĕ сăвă-юрă, И.Я.Яковлев, унăн вĕренекенĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан материалсем вырнаçтартăмăр. Çав кунах ача-пăча валли çырнă чăвашла кĕнекесен куравне те йĕркелерĕмĕр.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекенсем Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2019» акцине хутшăнчĕç.
Пуçламăш классенче авалхи йăла-йĕркене тытса пырса мункун çăмарти илемлетрĕç. Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче «Мăнтытăçу» вăйă-конкурс пулса иртрĕ. Ачасен пултарулăхĕ, çивĕч ăсĕ пурне те савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
Класс ертÿçисем йĕркеленипе уроксем хушшинчи тăхтавсен вăхăтĕнче ачасем тĕрлĕ чăваш вăййисене вылярĕç.
Çăвăн пекех чăваш чĕлхине вĕрентекенсем «Грамматика вăййисем», 8-9 классенче «Реклама тĕнчинче»рекламăсен конкурсĕ, 6-7 «Пĕлетĕн-и эсĕ чăваш чĕлхине?» темăсемпе викторинăсем ирттерчĕç.
5-9-мĕш классен хушшинче вара «Чăваш ен—ман тăван кĕтес» ятпа сочиненисен конкурсне ирттертĕмĕр. Чи маттурисем 8-мĕш класра вĕренекен Гаврилова Д, Лукиянова Н., 6-мĕш класра вĕренекен Сабитова В., Сироткина А. пулчĕç. Тĕрлĕ конкурссем, вăйăсем ачасене пысăк савăнăç кÿчĕç, хавхалантарчĕç.
Чăваш чĕлхи эрнине ăнăçлă ирттерме тăрăшнă вĕрентекенсене чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те пирĕн тăван чĕлхемĕр илемлĕн янратăр, ĕмĕр пурăнтăр!
Автор: Генералова Г.П., учитель чувашского языка и литературы