Дата:
1899 ҫулта чăваш халăхĕн сумлă поэчĕ, классикĕ, Çеçпĕл Мишши, çуралнă. «Вăл чăваш поэзине пуҫласа яраканĕсенчен пĕри, тÿрĕ кăмăллă, вĕри чунлă патриот, кăвар чĕре…», - тенĕ ун пирки Чваш халăх поэчĕ, Ухсай Якквĕ. Вăл чăваш поэчĕсенчен чи хĕрÿлли, янравлă та вăйлă сасăлли. Унăн вут-хĕмлĕ хĕрÿ сăввисем ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхе пĕтерекен, çĕр çине çĕн пурнăç кÿрекен, чăваш халăхне чуралăхпа мăшкăлтан хăтаракан, çĕнĕ пурнăçа мухтакан.
Чăваш халăхĕн кăвар чĕреллĕ поэтне аса илсе паян уроксенче тĕрлĕрен мероприятисем иртрĕҫ. 7-мĕш класра вĕренекенсемпе Çеҫпл Мишшин сăввисене илемлĕ вуласа тишкертĕмĕр. 8-мӗш класра вĕренекенсемпе поэтăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе çыхăннă тĕрлĕрен кроссвордсемпе пуçватмăшсене шутларăмăр. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне пĕлетĕр-и?» ятлă викторинăна хаваспах хутшăнчĕç. Мероприятисем ачасемшĕн питĕ усăллă пулчĕç, чăваш литературине юратса вĕренме хавхалантарчĕç.
Автор: Генералова Г.П., учитель чувашского языка и литературы
МБОУ «Алманчиковская ООШ» Батыревского района