Кăçал пĕрремĕш хут Чăваш тĕррин кунне уявлатпăр. Чăваш тĕррин илемне, асамлăхне аса илес тесе улттăмĕш тата çиччĕмĕш классемпе «Чăваш тĕррин асамлăхĕ» калаçу ирттертĕмĕр.
Чăваш халăх искусстви пуян та нумай енлĕ. Унӑн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри—тĕрĕ эрешĕ. Чăваш чунĕ яланах хитре патне туртǎннǎ. Çавǎнпа унǎн кил-çуртне тĕрленĕ, йывǎçран касса эрешленĕ тата хǎваран авнǎ япаласем, тǎм савǎт-сапа илемпе хǎтлǎх кÿнĕ. Тĕрĕ ǎсталǎхĕ уйрǎмах вǎйлǎ аталаннǎ пулнǎ. Халǎх ĕмĕчĕ-шухǎшĕ, вǎл илеме еплерех ǎнланнине шǎпах çак искусствǎра палǎрнǎ. Тĕрĕпе чǎвашсем тумтире çеç мар, пÿрт ăшчиккине те илемлетнĕ. Авалхи эрешсенче тĕнче тытăмĕ çинчен шухӑшлани, ӑна аталантарма тăрăшнине палăртаççĕ. Сăмахран, хĕрарăм кĕпи çинчи кĕскĕ – хĕвеле, сунтăк – тĕнче тĕнĕлне, масмак çинчи ÿкерчĕксем çĕрпе тÿпене, çăлтăрсене, тусене тата ытти нумай япалана пĕлтернĕ. Çакăнпа пĕрлех ĕлĕкхи эрешсенче «çыру тĕрри» анлă тĕл пулать. Унпа уйрăмах çанă вĕçĕсене, кĕпе умне капăрлатнă. Халăх тавракурăмĕ аталанса пынӑ май тĕрĕ мифологилле шухăш –туйăмсемпе аваллăх символĕсенчен тасалса илемлĕх туйăмĕ пуянланса пынă.
Тĕрĕ вăл – чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри. Чӑваш тĕррин илемĕ такам чунне те тыткăнлама пултарнине, куҫа илӗртнине ачасем çак калаçуран туйса илчĕç. Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Вӑл Англири, Бельгири, Италири, АПШри тӗрлӗ выставкӑсенче паллӑ вырӑн йышӑнать. Ĕлĕкхи тĕрĕсем пире халĕ те хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Вĕсене çынсем тĕрленине ĕненес те килмест.
Тĕрĕ кашни чăваш хĕрĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнмалла. Илемлĕ тĕрĕпе капăрлатнă кĕпе тăхăнсан эпир хамăра аван туятпăр. Чăваш тĕррине упраса хăварас тесе чăваш хĕрĕсем тăрăшмасан тата кам тăрăштăр? Кашни çĕвве, эреше сыхласа хăвармаллине шута илчĕç. Çак калаçу ачасемшĕн питĕ усăллă пулнине палăртса хăварас килет.
Автор: Генералова Г.П., учитель чувашского языка и литературы
МБОУ «Алманчиковская ООШ» Батыревского района