Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă турăмăр.Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тесе ирттерме йышăннă та çак уява.Чăваш халăхĕ пин çул каяллах хăйĕн тăван чĕлхипе калаçнă, ăна упраса хăварса çак тарана çитернĕ. Çак куна халалласа ирттернĕ «Эп чăвашла калаçатăп» акцине пирĕн шкул вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç. Шкул библиотекинче «Тăван чĕлхене упрар» кĕнекесен выставки иртрĕ. Çавăнпа кунта ачасем кунĕпех татăлмарĕç. Кунта килнĕ ачасем тĕрлĕ халăх чĕлхипе çырнă кĕнекесемпе тĕплĕн паллащрĕç. Вĕренекенсем пирĕн тăван чĕлхе пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă, ырă ятлă пулнине пĕлчĕç. Çиччĕмĕшсем хушшинче тăван чĕлхесем çинчен «Тăван чĕлхе—чăваш чĕлхи» викторина пулса иртрĕ. Кунта Софья Лукияновапа Анастасия Аппакова палăрчĕç. Пиллĕкмĕшсем тупмалли юмахсемпе ăмăрту ирттерчĕç. Кунта Сироткина Катерина палăрчĕ. Кĕçĕн классем чăваш ачисем хăйсен вăййисенче усă курнă шут сăмахĕсене вĕренсе вăйăра усă курчĕç. Ачасем тăван чĕлхе пуянлăхне, тасалăхне тытса пыма, ун пуласлăхĕшĕн тăрăшмаллине аванах ăнланса юлчĕç тата тăван чĕлхе халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ пулнине манмалла марине палăртса хăварчĕç.
Автор: Генералова Г.П., учитель
чувашского языка и литературы
МБОУ
«Алманчиковская ООШ» Батыревского района