Чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур

Уроксем вĕçленнĕ хыççăн ачасем «Чăваш халăх просветителĕ — Иван Яковлевич Яковлев!» ятлă кинофильм пăхрĕç. И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вăл чăваш халăхĕшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрĕç.

Кăçалхи çул Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май кашни класс «Чăваш енĕн паллă çыннисем» ятлă хаçат кăларчĕ.Унта вĕсем паллă çынсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, пултарулăхне тĕплĕн çутатса пачĕç.

Ачасем «Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн» сăвă конкурсне савăнсах хутшăнчĕç. Фомина Ирина Николаевна вĕрентекен ачасем питĕ тăрăшуллă пулчĕç. 6 -мĕш класра вĕренекен Катерина Иванвапа Гаврилова Дана, 9-мĕш класра вĕренекен Виктория Сабитова вуланине те ачасем пысăк хак пачĕç.

 Чăвашăн ачаранах чăваш пулса çитĕнмелле. Пĕчĕкскер куçпа курса, хăлхапа илтсе, алăпа тытса пăхать, пурнăçа ăнланса пырать — çапла ăна ачаранах чăваш пулма вĕрентмелле. Çавăнпа пире ырă кăмăллă та йĕркеллĕ çын пулса çитĕнме хăнăхтаракан, тăван чĕлхепе ÿкернĕ мультфильмсем ытларах кирлĕ. Чăваш халăх юмахĕсем ырра, ăса, пархатарлăха вĕрентеççĕ. Хальхи вăхăтри этем вулама юратсах каймасть, çак сăлтавпах мультфильмсем кирлĕ.

Чăваш чĕлхипе литература пĕлтерĕшне, сумне, ачасен интересне ÿстерес тĕллевпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Генералова Г.П. ертсе пынипе «Чăвашла ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем» тата «Чăваш поэчĕсемпе вĕсен хушма ячĕсем» [i]викторина иртрĕ. Викторинăна 6-9 классенче вĕренекенсем йышлăн хутшăнчĕç, тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхипе литературине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне анлăлатрĕç.  Пĕрре пăхсан ыйтусем йывăрах та мар пек, анчах та ачасем чылайччен шухăша кайса ларчĕç.

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцине те хаваспах хутшăнчĕç. Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ эрне. Паллах, атте-анне чĕлхипе илемлĕ калаçма тата çырма пултаракансене палăртма пулăшрĕ. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур.

 

Генералова Г.П. Алманчăри тĕп пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен.



[i]