Сурхури! Сурхури!
Килсе
çитрĕ сурхури!
Атьăр,
тухăр ачасем!
Урам тăрăх кайăпăр,
Килрен
киле çÿрĕпĕр,
Кукăль-çимĕç пухăпăр!
СУРХУРИ - чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан уявӗ.
Ӑна хӗлле кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн паллӑ тунӑ, халӗ те паллӑ тӑваҫҫӗ. Сурхури
уявӗ эрнене тӑсӑлать, хатӗрлӗнесси те малтанах пуҫланать — ачасемпе ҫамрӑксем
килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ кӗрпе-ҫӑнӑх
пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗсенче юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, юмӑҫ яраҫҫӗ, картана кӗрсе сурӑх
ури тытаҫҫӗ... Сурхури уявӗ хыҫҫӑн ҫветке пуҫланать. Чихина С.Ф.шкулта
вӗренекен ачасемпе Сурхури уявне йĕркелерĕ: ушкӑнпа вылярӗҫ, тӗрлӗрен юмӑҫ
ячӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ. «Аваллӑха пӗлмесӗр малашлӑх ҫук,» - тенӗ ваттисем.