Иван Яковлевия Яковлев çуралнăранпа175 çул çитет

Иван Яковлевия Яковлев çуралнăранпа175 çул çитет

Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ Иван Яковлевия Яковлев çуралнăранпа175 çул çитет. Çавна май  вĕренекенсем Патриархăмăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕрлĕ мероприятисенче паллашаççĕ. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкулта 8-9 классем хушшинче „Атьăр, çула тухар-и“ ăс-тăн ăмăртăвĕ иртрĕ. Кунта ачасем хӑйсен ҫирӗп пӗлӗвне кӑтӑртрӗҫ. Ака уйăхĕн 7- мĕшĕнче 8 класра вĕренекенсемпе „Истори кустăрми“ вăйă иртрĕ. Ачасем çутта кăлараканăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашрĕç. 6 классенче вĕренекенсем „Пирĕн вăйă“ ăмăртура икĕ ушкăна пайланса тупăшрĕç.И. Я. Яколвлев калавӗсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксенчен вӗсен ячӗсене пӗлмелле. Ку ăмăртура „Путенесем“ ушкăн мала тухрĕ. Малалла вӗсем Чăваш Республики, унăн паллă çыннисем, чăваш алфавичĕ, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.

Фотогалерея