Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн Президиумӗн 1992 ҫулхи ака уйăхĕн 9-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ака уйăхĕн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак кун чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Уява халалласа пуш уйӑхӗн 19—24-мӗшӗнче Алманчӑ шкулĕнче чӑваш чӗлхи эрни иртрӗ. Ҫак эрнере кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарчӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем сăвăсем илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç, чăваш халăхĕн юмахĕ-халапĕсемпе паллашрĕç. Аслӑраххисем ыттисене паллаштарма хаҫат кӑларчӗҫ, Иван Яковлевич калавӗсем тӑрӑх ӳкерчĕксем турӗҫ. Эпир пурне те уяв ячӗпе саламлатпӑр, ӑнӑҫусем сунатпӑр!

Фотогалерея