Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Чӗмпӗр хулинче

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Чӗмпӗр хулинче

 

Паян эпир, Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, Чӗмпӗр хулинче пултӑмӑр. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн комплексӗпе паллашрӑмӑр, «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра экскурси ирттертӗмӗр.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕ — И. Я. Яковлев тăрăшнипе 1868 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уҫӑлнӑ. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ятсемпе паллă пулнă. И. Я. Яковлев чи малтанах хăй вĕрентсе ăс панă çамрăксенчен халăха вĕрентекенсене хатĕрлес тесе тăрăшнă. Çакă унăн пĕрремĕш тĕллевĕ пулнă.

Музейӑн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Светлана Борисова уйрӑмах чӑваш алфавичӗпе тата чӑваш букварӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тимлӗх уйӑрчӗ. Аслӑ Вӗрентекенӗн И.Я. Яковлевӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӑмӑр. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем ларнӑ ӗлӗкхи партӑсем хушшинче вырнаҫса вӑл вӑхӑтри пурнӑҫа аса илтӗмӗр. Экскурсовод пирӗнпе усӑллӑ урок ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех музей, Ӑ сас паллин палӑкӗ умӗнче асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнтӗмӗр. Экскурси усӑллӑ, кӑсӑклӑ иртрӗ. Пурне те Чӗмпӗр чӑваш шкулне кайса курма сӗнетпӗр.

Фотогалерея