Чăваш театрĕн вучахĕ Хусан хулинче пуçланнине
пурте пӗлетпĕр. Ăна пуçарса яраканĕ И.С. Максимов-Кошкинский . Вал режиссёр
пулнă май театр ÿнерне аталантарассине тĕпе хунă, куракансен кăмал-туйăмне
ÿстерессипе ĕçленĕ. Чăваш театрĕ Шупашкара куçса килсен аталану тапхăрĕ çĕнĕрен
вăй илет. Театр сцени çинче çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем кун çути кураççĕ.
Паянхи
куна илсен, пирĕн тĕп хуламăрти театрсен алăкĕсем куракансен валли яланах уçă.
Чăваш академи драма театрĕ, Вырăс театрĕ, Çамрăксен театрĕ, Пукане театрĕ,
Оперăпа балет театрĕ пин-пин çынна савăнăç парнелет, пултаруллă та маттур
артистсемпе паллаштарать, чăваш историпе культурине çÿллĕ шая çĕклеме пулăшать.
Тăван
шкулта вĕренекенсем те çулсерен тĕрлĕ театрта пулса курать. Ку пулăм татах та
çăмăлланчĕ, ачасем Пушкин картипе усă кураççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ.
Алманчӑри
2, 4-мӗш класра вӗренекенсем те спектакль курма юратаҫҫӗ. Хӑйсем те юмахсем,
калавсем тӑрӑх пӗчӗк сценкӑсем ӑсталаҫҫӗ. Класс ертӳҫи Н.В.Никитина тӑрӑшнипе
«Ҫарӑк» юмаха ӑста выляса кӑтартрӗҫ. Ачасене тата вӗсен ертӳҫине малашне те
ӑнӑҫу сунатпӑр.