Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи Лидия Ковалюк «Алманчăри пĕтĕмĕшле шкулта» вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи Лидия Ковалюк «Алманчăри пĕтĕмĕшле шкулта» вĕренекенсемпе тĕлпулу ирттерчĕ.

Лидия Ковалюк /Антипова/ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла туптанă.

Хальхи вăхăтра Лидия Ковалюк Чăваш Республикинчи Писательсен "Хурăнташ" союзĕн председателĕн çумĕнче вăй хурать. Хастар çыравçă - Раççей журналистсен тата Раççей писательсен союзĕн членĕ. Литературăри пултарулăхĕшĕн тата тăрăшулăхĕшĕн Лидия Ковалюка Раççей федерацийĕн писательсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă. Кăçал Лидия Ковалюк ЧР Культура министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.
Пултарулăхĕ ача чухнех палăрнă. Шкул çулĕсенче вăл малтанхи сăввисене стена хаçатĕнче пичетленĕ. Ÿсерехпе районти "Авангард" хаçатпа туслă çыхăну тытнă.
Лидия Ковалюк - "Ырă кун", "Тавах, ачам", "Çурхи вăй", "Шурă акăш", "Юрату çăлкуçĕ", "Саккăрăн - саккăрла", "Пурнăç тинĕсĕ", "Исканий не окончен шаг..." кĕнекесен авторĕ. Унăн хайлавĕсем шкул программине те кĕнĕ. Лидия Алексеевна юмахсем, балладăсем, легендăсем те çырать.
Лидия Ковалюк хăйĕн хайлавĕсенче тĕрлĕ тема хускатать. Юрату ачашлăхĕ, хĕрарăм çепĕçлĕхĕ, ырă кăмăллăх... Çавăн пекех унăн пултарулăхĕнче тăван ял, çуралнă кĕтес тĕп вырăн йышăнать. Хăй чупса ÿснĕ тавралăхшăн тунсăхлани, чун-чĕрипе яланах унта пулни туйăнать унăн сăввисенче. Тĕлпулу хаваслă, кăмăллă иртрĕ.

Фотогалерея